Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вуласа пани — ачасене вӗрентмелли чи лайӑх май

Вуласа пани — ачасене вӗрентмелли чи лайӑх май

«ЫТАЛАНИСӖР пуҫне ачапа тимлӗ пулмалла тата ӑна валли вӑхӑт уйӑрмалла». Ҫак канаша Джим Трелиз «Сасӑпа вуласа пама вӗрентекен канашсем» ятлӑ кӗнекинче ҫырнӑ.

Ҫапла тума мӗн пулӑшӗ? Джим Трелиз каланӑ тӑрӑх, ача ҫуралсанах ӑна сасӑпа час-часах вуласа памалла. Ҫакӑ хӑвӑршӑн та, ачашӑн та питӗ усӑллӑ пулӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Нумай ҫул иртсен те эсир хӑвӑр та, ачусем те ҫав савӑнӑҫлӑ самантсене ӑшӑ туйӑмпа аса илме пултаратӑр. Унсӑр пуҫне, сирӗн ача лайӑх вулама пӗлсе ҫитӗ, шкулта вӗренме те ӑна ҫӑмӑлтарах пулӗ. Ӳкерчӗксене пӑхнӑ май вара вӑл куҫпа курса япаласене уйӑрса илме вӗренет. Тӗслӗхрен, ҫулталӑк ҫурӑра ача ӳкерчӗк ҫинче йытӑ ҫӳрине тупма пултарать тата вулама пӗлмесен те ҫак сӑмах мӗне пӗлтернине ӑнланать. Сирӗн ача вулама, ҫырма, калаҫма, ыттисем калаҫнине ӑнланса илме тата ӳкерчӗке куҫ умне кӑларса тӑратма вӗренӗ кӑна мар, вулама та юратма пуҫлӗ.

Ӗҫре те, килте те пурне те ӗлкӗрме тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗсем час-часах: «Ачасене сасӑпа вуласа пама ӑҫтан вӑй тупас-ха?» — тесе ӳпкелешеҫҫӗ.

Джим Трелиз ҫырать: «Хӑш чухне ашшӗсем питӗ ывӑнтӑм, ачасене кӗнеке вуласа пама пӗр вӑй та ҫук теҫҫӗ, ҫӗрлечченех телевизор пӑхма вара ывӑнмаҫҫӗ».

Ашшӗ-амӑшӗсене шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма пулӑшас тесе Джим Трелиз ҫакӑн пек канашсем парать:

1. Кӗнекесене тӗрӗс суйласа илӗр. Ачасене нумайӑшне вӗрентсе калакан кӗнекесем килӗшмеҫҫӗ. Вӗсем кӗнекери геройсем йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтерни ҫинчен итлеме юратаҫҫӗ. Анчах та ашшӗ-амӑшӗсен ача миҫерине кура кӗнеке уншӑн ӑнланмалла пулать-ши тесе унта мӗн ҫырнине маларах пӗлме тӑрӑшмалла.

2. Меллӗ вӑхӑт суйласа илӗр. Ачана ир-ирех, тӑнӑ-тӑман вуласа панинчен усси сахал. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем ачана вӑл апат ҫисе ларнӑ чухне вуласа параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ачасем нумайӑшӗ ҫывӑрас умӗн вуласа панине юратаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем тимлӗрех итлеҫҫӗ.

3. Йывӑрлӑхсенчен ан хӑрӑр. Кӗнекере ача пӗлмен сӑмахсем пурри темех мар. Эсир ҫав сӑмахсене кӗскен ӑнлантарса пама е ҫӑмӑлрах сӑмахсемпе улӑштарма пултаратӑр, хӑш чухне йывӑр вырӑнсене вуласа памасан та юрать.

4. Хӑвӑр мӗнле вуланине асӑрхӑр. Сасӑпа лайӑх вулас тесен хӑвӑр мӗнле сывланине, мӗнле хӑвӑртлӑхпа вуланине асӑрхаса тӑмалла. Лайӑхах вулаймастӑп тесе шутлатӑр пулсан хӑвӑр мӗнле вуланине ҫыртарса илӗр те итлесе пӑхӑр. Унтан хӑш енчен лайӑхланмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

5. Ачан пултарулӑхӗсене шута илӗр. Калав интереслӗ пулсан ача тимлӗ итлӗ, анчах та вӑл унталла-кунталла пӑхкаласси те пулӗ. Ҫав-ҫавах вӑл нумайӑшне астуса юлма пултарӗ.

6. Чӑтӑмлӑ пулӑр. Аслисем хӑйсене килӗшекен фильмсене вӑхӑтран вӑхӑта пӑхма юратаҫҫӗ, ачасем те юратнӑ кӗнекесене темиҫе хут та вулаттарасшӑн, мӗншӗн тесен вӗсем кашнинчех унта мӗн те пулин ҫӗннине тупаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ачасене килӗшекен кӗнекесене аякка чиксе хума ан васкӑр. Ҫав кӗнекерен кӑшт вуласа парӑр та мӗнле те пулин ҫӗнӗ калав вулама пуҫлӑр.