Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Захария пророк курнӑ курӑнусем сире мӗнле пырса тивеҫҫӗ?

Захария пророк курнӑ курӑнусем сире мӗнле пырса тивеҫҫӗ?

«Ман енне ҫаврӑнӑр, вара Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп» (ЗАХ. 1:3).

ЮРӐСЕМ: 89, 86

1—3. а) Захария вӑхӑтӗнче Туррӑн халӑхӗ мӗнле лару-тӑрура пурӑннӑ? ӑ) Мӗншӗн Иегова израильтянсене хӑй патне таврӑнма чӗннӗ?

ВӖҪСЕ пыракан «ҫыру тӗрки», карҫинккара ларакан хӗрарӑм тата аист ҫунатти пек ҫунатлӑ икӗ хӗрарӑм — ҫаксем пурте Захария пророкӑн кӗнекинчи чуна хумхантаракан сӑнарсем (Зах. 5:1, 7—9). Ҫак тӗлӗнмелле курӑнусене Иегова хӑйӗн пророкне мӗншӗн кӑтартнӑ-ши? Захария вӑхӑтӗнче Турӑ халӑхӗ мӗнле лару-тӑрура пурӑннӑ? Вӑл курнӑ курӑнусем пире мӗнле пырса тивеҫҫӗ?

2 Пирӗн эрӑчченхи 537 ҫул Иеговӑн халӑхӗшӗн питӗ савӑнӑҫлӑ ҫул пулнӑ. Вавилонта чуралӑхра 70 ҫул таранах пурӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем тинех ирӗке тухнӑ. Хавхаланса кайнӑскерсем, вӗсем Иеговӑна чӑнлӑхпа пуҫҫапма Иерусалимри храма ҫӗнӗрен тума тытӑннӑ. Пирӗн эрӑчченхи 536 ҫулта храм никӗсне хывнӑ. Ҫавӑншӑн израильтянсем ҫав тери хӗпӗртенӗ. Библире каланӑ: «Халӑх хытӑ шавланӑ, унӑн сасси питӗ аякра илтӗнсе тӑнӑ» (Езд. 3:10—13). Анчах нумаях та вӑхӑт иртмен, вӗсем хирӗҫ тӑнипе тӗл пулнӑ. Йывӑрлӑхсем нумай пулнӑран израильтянсем алсене уснӑ. Вӗсем храм тума пӑрахнӑ та пурӑнмалли ҫуртсем тӑвасси пирки тата уй-хирӗсенче ӗҫлесси пирки ытларах шухӑшлама пуҫланӑ. Храм тума никӗс хывнӑ хыҫҫӑн 16 ҫул иртнӗ пулин те, ӑна туса лартайман. Кулленхи ӗҫсене пула тата харпӑр хӑй пурнӑҫне лайӑхлатма нумай тӑрӑшнине пула Турӑ халӑхӗ чи кирли ҫинчен манса кайнӑ. Анчах та Иегова израильтянсене хӑй патне таврӑнса никамран хӑрамасӑр хӑйӗншӗн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑма пулӑшасшӑн пулнӑ.

3 Вавилонран мӗншӗн ирӗке кӑларнине израильтянсене аса илтерес тесе Иегова пирӗн эрӑчченхи 520 ҫулта вӗсем патне Захария пророка янӑ. Захария ят «Иегова аса илнӗ» тенине пӗлтерет, ҫак ят вӗсене питӗ кирлӗ япалана аса илтернӗ пулас. Израильтянсем хӑйсене Иегова мӗнле ҫӑлнине манса кайнӑ пулин те, Вӑл хӑйӗн халӑхӗ ҫинчен манман. (Захария 1:3, 4 вуласа пар.) Турӑ израильтянсене хӑйне каллех тӗрӗс пуҫҫапма пуҫлама пулӑшӑп тесе ӑшшӑн шантарса каланӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова вӗсене хӑйӗншӗн ячӗшӗн ҫеҫ ӗҫленине йышӑнас ҫукки пирки хыттӑн асӑрхаттарнӑ. Айтӑр Захариян улттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш курӑнӑвӗсене пӑхса тухар та Иегова хӑй хушнӑ ӗҫе тума израильтянсене мӗнле хавхалантарнине тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентме пултарнине пӗлер.

ВӐРЛАКАНСЕНЕ ТУРӐ НАКАЗАНИ ПАМАСӐР ХӐВАРМАСТЬ

4. Хӑйӗн улттӑмӗш курӑнӑвӗнче Захария мӗнле тӗрке курнӑ? Мӗншӗн ӑна ик енчен те ҫырса тултарнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи 1-мӗш ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Захария кӗнекин пиллӗкӗмӗш сыпӑкӗ тӗлӗнмелле курӑнуран пуҫланать. (Захария 5:1, 2 вуласа пар.) Пророк вӗҫсе пыракан ҫыру тӗркине курать, унӑн тӑршшӗ — 9 метр, сарлакӑшӗ — 4 метр ҫурӑ. Унта приговор ҫырнӑ пулнӑ. Тӗркене салтса янӑ пулнӑ, ӑна икӗ енчен те ҫырса пӗтерни курӑннӑ (Зах. 5:3). Ахаль чухне тӗркесем ҫине пӗр енчен кӑна ҫырнӑ, ҫавӑнпа та Захария курнӑ тӗркере питӗ кирлӗ хыпар пулни уҫҫӑн курӑнать.

Христиансен вӑрлама юрамасть (5—7 абзацсене пӑхӑр.)

5, 6. Вӑрлани ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

5 Захария 5:3, 4 вуласа пар. Кашни ҫын Иегова умӗнче яваплӑ, анчах та унӑн ӗҫлекенӗсен ун умӗнчи яваплӑхӗ тата пысӑкрах. Турра юрататпӑр пулсан эпир вӑрламастпӑр, мӗншӗн тесен вӑрласан Туррӑн ятне чыссӑрлататпӑр (Ытар. 30:8, 9). Ҫын ырӑ шухӑш-кӑмӑлпа е йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗрен вӑрлать пулсан та, ҫакӑ ӑна тӳрре кӑлармасть — вӑрӑ ҫӑткӑн пулнӑран ырлӑх-пурлӑха Турӑран мала хурать. Унашкал ҫын Туррӑн законне ним вырӑнне те хумасть, Иеговӑн ячӗ те, Вӑл мӗн шухӑшлани те темех мар тесе шутлать.

6 Захария 5:3, 4 сӑвӑ йӗркисенче ылхан «вӑрӑ ҫуртне» кӗрӗ те «вӗсенӗн ҫуртӗнче пулса, вӗсене... пӗтерсе тӑкӗ» тенӗ. Ҫавӑнпа та, алӑка кирек мӗнпе питӗрсен те, Иегова айӑпласа йышӑннӑ приговортан хӑтӑлма май ҫук. Туррӑн халӑхӗ хушшинче никам та хӑйӗн ҫылӑхне пытараймӗ. Вӑрлани ҫинчен влаҫсем, ӗҫ паракансем, старейшинӑсем е ашшӗ-амӑшӗсем пӗлеймесен те Турӑ веҫех пӗлет. Вӑл вӑрӑсене пурне те тӑрӑ шыв ҫине кӑларма сӑмах парать (Евр. 4:13). «Ялан тӳрӗ ӗҫ» тӑвакансем хушшинче пурӑннипе эпир ҫав тери савӑнатпӑр! (Евр. 13:18.)

7. Тӗркере ҫырнӑ ылхан пире ан ҫиттӗр тесен мӗн тумалла?

7 Кирек мӗнле майпа вӑрланине те Турӑ сивлет. Тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнасси тата Иеговӑн ырӑ ятне ярас мар тесе хамӑра йӗркеллӗ тытма тӑрӑшасси пирӗншӗн пысӑк чыс. Ҫапла тусан ҫеҫ эпир Иегова хӑйӗн законне пӗлсе тӑрсах пӑсакансем валли хатӗрлесе хунӑ наказанирен пӑрӑнма пултарӑпӑр.

«МӖН ТУМА АСӐННИНЕ КУЛЛЕН-КУН ПУРӐНӐҪА» КИЛТЕРЕТПӖР

8—10. а) Мӗн вӑл тупа туни? ӑ) Седекия патша мӗн пирки тупа тунине пӑснӑ?

8 Вӗҫсе пыракан ҫыру тӗркинчи сӑмахсем Турӑ ячӗпе «улталаса тупа тӑвакансем» валли асӑрхаттару сӑмахӗсем пулса тӑраҫҫӗ (Зах. 5:4). Тупа туни вӑл — ҫын хӑй мӗн калани тӗп-тӗрӗс тесе шантарса каланине е пӗр-пӗр ӗҫе тӑвасси е тумасси пирки сӑмах панине пӗлтерет.

9 Иеговӑн ячӗпе тупа тӑвакансен ҫавӑн ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла пулман. Иерусалимри юлашки патша Седекия патшана ларас тесе Иегова умӗнче тупа тунӑ пулнӑ. Вӑл Вавилон патшине пӑхӑнатӑп тенӗ, анчах та хӑйӗн сӑмахне тытман. Ҫавӑнпа Иегова Седекия пирки ҫакӑн пек приговор йышӑннӑ: «Ҫав патшана тунӑ тупана вырӑна хуманшӑн, унпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑшӑн ун патӗнче Вавилонра вилӗ» (Иез. 17:16).

10 Седекия Турӑ ячӗпе тупа тунӑ, ҫавӑнпа Иегова вӑл хӑйӗн сӑмахне тытасса кӗтнӗ (2 Ҫулс. 36:13). Анчах Седекия Вавилон пусмӑрӗнчен хӑтӑлас тесе Египетран пулӑшу ыйтнӑ (Иез. 17:11—15, 17, 18).

11, 12. а) Хамӑр тупа туса сӑмах панисенчен чи пӗлтерӗшли хӑшӗ? ӑ) Хамӑра Турра халаллани пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

11 Эпир мӗн-мӗн тума сӑмах панине Иегова илтсе-пӗлсе тӑрать тата сӑмаха тытасса кӗтет. Ҫавӑнпа ӑна савӑнтарас тесен мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫламалла (Пс. 75:12). Эпир тупа туса сӑмах панисенчен чи пӗлтерӗшли вӑл — Иеговӑна хамӑр пурнӑҫа халалласа сӑмах пани. Ун чухне пирӗнтен кашни саншӑн чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑрӑп тесе Турра тупа туса сӑмах панӑ.

12 Иеговӑна сӑмах панӑ хыҫҫӑн ҫав сӑмаха ҫирӗп тытса пурӑнас тесен мӗн тумалла? Эпир Иеговӑна пӗчӗк е пысӑк йывӑрлӑхсем вӑхӑтӗнче те шанчӑклӑ пулатпӑр пулсан, ӑна «куллен-кун» мухтав кӳрсе тӑма сӑмах панине яланах асра тытнине кӑтартатпӑр (Пс. 60:9). Калӑпӑр, ӗҫре е шкулта кам та пулсан пирӗнпе йӑкӑлтатма пуҫласан эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр? Иеговӑн саккунне юратнине кӑтартӑпӑр-и? (Пс. 118:113.) Пирӗн ҫемьере пурте Иеговӑна пуҫҫапмаҫҫӗ пулсан тата вӗсенчен нихӑшӗ те христиансен пулмалли лайӑх енсене кӑтартмасть пулсан, Иеговӑран ҫав лайӑх енсене аталантарма пулӑшсам мана тесе ыйтӑпӑр-ши? Хамӑра юратнӑшӑн тата тӗрӗс ҫулпа утма пулӑшнӑшӑн Ҫӳлти Аттене кашни кунах тав тӑватпӑр-и? Библие кашни кун вулама вӑхӑт уйӑратпӑр-и? Тӗрӗссипе, эпир ҫакна веҫех тума сӑмах панӑ та. Ҫакӑ вӑл Турра итленине кӑтармалли май. Эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастар пулнипе Иеговӑна юратнине тата ӑна хамӑрӑн пурнӑҫа пӗтӗм чун-чӗререн халалланине кӑтартатпӑр. Эпир Иеговӑшӑн ячӗшӗн ҫеҫ ӗҫлеместпӗр, ку — пирӗн пурнӑҫ ҫулӗ. Эпир шанчӑклӑ пулнӑран Турӑ пире питӗ лайӑх пурнӑҫ патне ертсе пырать (Сак. аст. 10:12, 13).

13. Захария курнӑ улттӑмӗш курӑну пирӗншӗн мӗншӗн усӑллӑ?

13 Захария курнӑ улттӑмӗш курӑну пире ҫакна ӑнланма пулӑшать: Иеговӑна юратакансем вӑрламаҫҫӗ тата хӑйсем мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пӑсмаҫҫӗ. Ҫакна та палӑртмалла: израильтянсем йӑнӑшсем тунӑ пулсан та Иегова вӗсем ҫине ал сулман. Йӗри-тавра тӑшмансем пурӑннӑран вӗсен лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑл мар пулнине вӑл ӑнланнӑ. Ҫапла майпа Иегова хӑйӗн тӗслӗхӗпе пире хамӑр сӑмаха тытма вӗрентет, унсӑр пуҫне, ҫавна пурнӑҫлама та пулӑшать. Тӗслӗхрен, Иегова кӗҫех ҫӗр ҫинчи пур усала та пӗтеретӗп тесе сӑмах парать. Вӑл ҫак сӑмаха тытасса ҫирӗпрех шанма пире Захария курнӑ тепӗр курӑнӑвӗ пулӑшать.

ИЕГОВА УСАЛЛӐХА ПӖР ВӖҪӖМЕХ ТӲССЕ ТӐМӖ

14, 15. а) 7-мӗш курӑнура Захария мӗн курнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи 2-мӗш ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Карҫинккара ларакан хӗрарӑм мӗне сӑнарласа парать тата мӗншӗн ӑна унтан тухма памаҫҫӗ?

14 Вӗҫсе пыракан ҫыру тӗркине курнӑ хыҫҫӑн ангел Захарияна ҫӳлелле пӑхма каланӑ. Пророк ҫиччӗмӗш курӑнура мӗн курнӑ-ши? Ун патне ҫаврака тӑхлан катӑкӗпе хупланӑ ефа, е пӗр ефа кӗрекен карҫинкка, ҫывхарнӑ. (Захария 5:5—8 вуласа пар.) Тӑхлан катӑкне йӑтса пӑхсан Захария карҫинккара хӗрарӑм ларнине курнӑ. Ангел вӑл камне ӑнлантарса «ку хӗрарӑм — чӑн усаллӑх» тенӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ҫав хӗрарӑм карҫинккаран тухма пикенсен Захария мӗн тери хӑраса ӳкнӗ пулӗ. Ангел ӑна тӳрех каялла тӗксе кӗртсе янӑ та карҫинккана йывӑр тӑхлан катӑкӗпе хупласа хунӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ-ха?

15 Ҫак курӑну Иегова нимле усаллӑха та хӑйӗн халӑхӗ хушшинче пулма парас ҫуккине кӑтартса парать. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗ те пулин усал ӗҫ тунине курсанах ҫав усаллӑха пӗтерет (1 Кор. 5:13). Ҫакӑ ангел карҫинккана йывӑр тӑхлан катӑкӗпе тӳрех хупласа хунинчен курӑнать.

Хӑйне пуҫҫапнине ирсӗрлетме памӑп тесе Иегова сӑмах парать (16—18 абзацсене пӑхӑр.)

16. а) Карҫинккапа мӗн пулса тухать? (Статья пуҫламӑшӗнчи 3-мӗш ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫунатлӑ хӗрарӑмсем ефӑна ӑҫталла илсе каяҫҫӗ?

16 Кайран ҫунатлӑ икӗ хӗрарӑм курӑнса каяҫҫӗ, вӗсен ҫуначӗсем аист ҫуначӗ пекех. (Захария 5:9—11 вуласа пар.) Ҫак хӗрарӑмсем карҫинккара ларакан хӗрарӑмран ҫав тери уйрӑлса тӑраҫҫӗ! Вӗсем «усаллӑх» ларакан карҫинкка патне вӗҫсе пырса ӑна ярса тытаҫҫӗ те аяккалла вӗҫсе каяҫҫӗ. Ӑҫталла-ши? «Сеннаар ҫӗрне», урӑхла каласан, Вавилона. Мӗншӗн унталла-ши?

17, 18. а) Сеннаар ҫӗрӗ «Усаллӑх» валли мӗншӗн юрӑхлӑ вырӑн пулнӑ? ӑ) Усаллӑх ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

17 Захария вӑхӑтӗнчи израильтянсем «Усаллӑх» валли юрӑхлӑ вырӑн шӑпах Сеннаар ҫӗрӗ тесе шутлама пултарнӑ. Захарияпа ытти еврейсем ҫав вӑхӑтра Вавилон ҫыннисем мӗнле усал ӗҫсем тунине лайӑх пӗлнӗ. Ҫав хулара йӗркесӗр ӗҫсем тӑвасси тата йӗрӗхсене пуҫҫапасси анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Вавилонра пурӑнакан еврейсен кашни кун суя тӗн витӗмне хирӗҫ тӑма тивнӗ. Захария курнӑ курӑну вӗсене Иегова хӑйне пуҫҫапассине нимпе те ирсӗрлетме парас ҫуккине ҫирӗп шанма пулӑшнӑ пулӗ.

18 Ҫав курӑну израильтянсене пӗр питӗ кирлӗ япалана та аса илтернӗ: пуҫҫапни яланах Турра юрӑхлӑ пулмалли пирки вӗсем яваплӑ пулнӑ. Усаллӑха Туррӑн халӑхӗ хушшине сӑрхӑнса кӗме памалла мар. Иеговӑн организацийӗнче эпир хӳтлӗх тупатпӑр тата Турӑ хамӑра юратнине, пирӗншӗн тӑрӑшнине туятпӑр. Анчах та ҫакна асра тытмалла: унти тасалӑха упраса хӑварас тесе пирӗн пурин те вӑй хумалла. Пирӗн хушӑра нимӗнле усаллӑх валли те вырӑн пулмалла мар.

ТАСА ХАЛӐХ ИЕГОВӐНА ЧЫС-МУХТАВ КӲРСЕ ТӐРАТЬ

19. Захария курнӑ курӑнусем пире мӗнле пырса тивеҫҫӗ?

19 Захария курнӑ улттӑмӗшпе ҫиччӗмӗш курӑнусем ултавлӑ ӗҫсене тӑвакансене асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ тата Иегова ҫылӑха курайманни пирки аса илтереҫҫӗ. Иеговӑна юратакансене усаллӑх йӗрӗнтермелле. Унсӑр пуҫне, Захария курнӑ курӑну тепӗр кирлӗ япалана та вӗрентет: Иегова ырланине тата хӳтӗленине тивӗҫлӗ пулас тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр пулсан, пире Туррӑн приговорӗ хӑратмалла мар. Пачах урӑхла, Ҫӳлти Атте пире хаваспах пиллӗхсем парса тӑрӗ. Ҫак усал тӗнчере таса юлас тесе вӑй хуни харама каймӗ. Ҫакна та ан манӑр: Иегова сире пулӑшусӑр хӑвармӗ. Мӗншӗн эпир Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапасси ҫиеле тухасси пирки иккӗленместпӗр? Иегова хӑйӗн организацине халӗ, хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫывхарса килнӗ вӑхӑтра, хӳтӗлессе шанма пирӗн сӑлтавсем пур-и? Ҫак ыйтусене эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.