Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Ырӑлӑх законне» пӑхӑнса тӑрӑр

«Ырӑлӑх законне» пӑхӑнса тӑрӑр

ЛАЙЗА * Иегова Свидетелӗсемпе мӗнле паллашни ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне ҫапла каланӑ: «Вӗсен ырӑлӑхӗ ман чуна ӑшӑтрӗ». Аннӑн та ҫавӑн пекрех туйӑмсем пулнӑ. «Ман ҫине Библире мӗн ҫырни мар, христиансем ырӑ пулни ытларах витӗм кӳчӗ»,— тет вӑл. Халӗ ҫак икӗ хӗрарӑм тӑвана та Библи вулама тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама питӗ килӗшет. Анчах та чи малтан вӗсен чӗрине хӑйсемпе Свидетельсем ырӑ пулни пырса тивнӗ.

Эпир хамӑр ырӑ пулнипе ыттисен чӗрине пырса тивесшӗн. Айтӑр ҫакна сӑмахпа та, ӗҫпе те мӗнле тумаллине пӑхса тухар. Тата пирӗн кампа ырӑ пулмаллине пӗлер.

ЧӖЛХЕ ВӖҪӖНЧЕ «ЫРӐЛӐХ ЗАКОНӖ» ПУЛТӐР

Ытарӑшсем кӗнекери 31-мӗш сыпӑкра лайӑх арӑмӑн «чӗлхи вӗҫӗнче — ырӑлӑх законӗ» тенӗ (Ытар. 31:26, ҪТ). Ҫав закон вӑл мӗн калани ҫине те, ҫавна мӗнле калани ҫине те витӗм кӳрет. Паллах, ашшӗсен те чӗлхи вӗҫӗнче «ырӑлӑх законӗ» пулмалла. Ашшӗ-амӑшӗсенчен ытларахӑшӗ ачасемпе тӳрккессӗн калаҫни вӗсем ҫине япӑх витӗм кӳнине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ачипе сиввӗн те тиркесе калаҫсан унпа пӗр чӗлхе тупаймӗҫ пуль. Вӗсем ачисемпе ӑшшӑн та лӑпкӑн калаҫсан вара ачисене вӗсене итлеме ҫӑмӑлтарах пулӗ.

Пирӗн ачасем пур-и, ҫук-и — пирӗн пурин те ыррӑн калаҫмалла. Ҫакна тума мӗнле вӗренме пулать? Ытарӑшсем 31:26-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Чӗлхи-ҫӑварӗнче — ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмах». Апла пулсан, пирӗн мӗн тата мӗнле сасӑпа каламалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла. Сӑмахран, хамӑртан ҫапла ыйтса пӑхма пулать: «Эпӗ мӗн каласшӑн пулни ҫынна лӑпланма пулӑшӗ-и е ӑна татах та хытӑрах тарӑхтарса ярӗ-и?» (Ытар. 15:1). Эппин, лайӑх шутласа калаҫмалла.

Тепӗр ытарӑшра: «Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать»,— тенӗ (Ытар. 12:18). Эпир мӗн тата мӗнле калани ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳресси ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, чӗлхене чарма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Пирӗн чӗлхе вӗҫӗнче «ырӑлӑх законӗ» пулсан эпир тӳрккессӗн те сиввӗн калаҫмӑпӑр (Эф. 4:31, 32). Айтӑр яланах ӑшшӑн тата ырри ҫинчен калаҫар. Ҫак тӗлӗшрен эпир Иеговӑран нумай вӗренме пултаратпӑр. Вӑл хӑраса ӳкнӗ Илия пророка мӗнле ҫирӗплетнине аса илӗр-ха. Иеговӑн ангелӗ унпа лӑпкӑн калаҫнӑ (3 Патш. 19:12). Анчах та чӑннипех те ырӑ ҫын ыррӑн калаҫать ҫеҫ мар, ырӑ ӗҫсем те тӑвать.

ЫРӐ ӖҪСЕМ ЫТТИСЕМ ҪИНЕ ВӐЙЛӐ ВИТӖМ КӲРЕҪҪӖ

Иеговӑран тӗслӗх илетпӗр пулсан, эпир ыррӑн калаҫма та, ырӑ ӗҫсем тума та тӑрӑшатпӑр (Эф. 4:32; 5:1, 2). Маларах асӑннӑ Лайза ҫапла калать: «Пирӗн ҫемьен кӗтмен ҫӗртен урӑх ҫӗре куҫса кайма тиврӗ. Ун чухне пухури икӗ мӑшӑр пире япаласем пуҫтарма пулӑшас тесе ӗҫрен ыйтса килчӗҫ. Эпӗ вара ун чухне Библи те вӗренмен!» Свидетельсен ырӑ ӗҫӗсене пула Лайза Библире мӗн ҫырнине тӗплӗнрех пӗлесшӗн пулнӑ.

Анна та Свидетельсем хӑйӗнпе ырӑ пулнишӗн пархатарлӑ. «Ҫак усал тӗнчере мана ҫынсене шанма питӗ йывӑрччӗ,— тет вӑл.— Эпӗ Свидетельсемпе те малтанах хама асӑрхануллӑн тытаттӑм. Тата мӗншӗн-ха вӗсем манпа интересленеҫҫӗ тесе шутлаттӑм. Анчах та манпа Библи вӗреннӗ хӗрарӑм тӑван тӳркӑмӑллӑ та ырӑччӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна шанма пуҫларӑм». Ҫакӑ Анна ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ хам мӗн пӗлсе пыни ҫинчен тарӑнрах шухӑшлама пуҫларӑм».

Эсир асӑрхарӑр пулӗ, Лайзӑпа Анна ҫине тӑвансен ырӑ ӗҫӗсем вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Вара вӗсен чӑнлӑха лайӑхрах пӗлес килсе кайнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иеговӑна тата унӑн ӗҫлекенӗсене ытларах шанма пуҫланӑ.

ТУРӐ ПЕК ЫРӐ ПУЛМА ТӐРӐШӐР

Хӑш-пӗр ҫынсем мӗн ачаранах ырӑ та йӑл кулсах ҫӳреҫҫӗ. Паллах, ҫын хӑйӗн характерне е хӑйне мӗнле пӑхса ӳстернине пула ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма пултарать. Ҫакӑ питӗ лайӑх. Анчах та Турӑ пек ырӑ пулас тесен ҫакӑ ҫеҫ ҫителӗксӗр. (Апостолсен ӗҫӗсем 28:2 танлаштарӑр.)

Чӑн-чӑн ырӑ кӑмӑллӑх — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22, 23). Ҫавӑнпа та ҫак лайӑх ене аталантарас тесен пирӗн святой сывлӑша хамӑр шухӑшсемпе ӗҫсем ҫине витӗм кӳме памалла. Ҫавӑн пек ырӑлӑх кӑтартса эпир Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илетпӗр, мӗншӗн тесен эпир Турра юрататпӑр тата, Иисус пекех, ыттисемпе чун-чӗререн интересленетпӗр. Ҫапла майпа Турӑ паракан ырӑ кӑмӑллӑх пире ыттисемшӗн тӑрӑшма хавхалантарса тӑрать.

КАМПА ЫРӐ ПУЛМАЛЛА?

Кам хамӑрпа е хамӑр туссемпе хӑйне ыррӑн тытать, ҫавсемпе ырӑ пулма ҫӑмӑл (2 Патш. 2:6). Сӑмахран, эпир ҫавӑн пек ҫынсене хаваспах тав тӑватпӑр (Кол. 3:15). Ҫын эпир хӑйпе ырӑ пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутлатпӑр пулсан вара мӗн тумалла?

Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иегова виҫесӗр тивлет, е виҫесӗр ырӑлӑх, кӑтартас тӗлӗшрен пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче «виҫесӗр тивлет» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ нумай хутчен тӗл пулать. Иегова пире ҫак ырӑлӑха мӗнле кӑтартать-ха?

Иегова миллиард-миллиард ҫынна пурӑнмалӑх мӗн кирлине парса ырӑлӑх кӑтартать (Матф. 5:45). Чӑннипе каласан, вӑл пире эпир хӑйне пӗличченех ырӑлӑх кӑтартнӑ (Эф. 2:4, 5, 8). Сӑмахран, вӑл ҫынсемшӗн хӑйӗн чи хаклине — хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне вилӗме панӑ. Павел апостол ҫырнӑ тӑрӑх, Иегова пире «Хӑйӗн виҫесӗр тивлечӗпе... тӳлесе илнӗ» (Эф. 1:7). Унсӑр пуҫне, эпир ҫылӑхсем тусан та, хамӑр ҫӳлти Аттене кӳрентерсен те, вӑл пире ертсе пыма тата вӗрентсе тӑма пӑрахмасть. Унӑн сӑмахӗсем тата вӑл вӗрентни «йӗпхӳ ҫумӑр пек» (Сак. аст. 32:2). Хамӑра кӑтартнӑ ырӑлӑхшӑн эпир Иегова умӗнче яланах парӑмра пулӑпӑр. Тата Иегова пире ырӑлӑх кӑтартман пулсан, пирӗн нимӗнле шанчӑк та пулман пулӗччӗ. (1 Петр 1:13 танлаштарӑр.)

Паллах, Иегова ырӑ кӑмӑллӑ пулни пирӗн чӗрене пырса тивет тата пире те ыттисемпе ырӑ пулма хавхалантарать. Ҫавӑнпа та эпир кампа ырӑ кӑмӑллӑ пулмаллине суйламастпӑр, Иеговӑран тӗслӗх илсе пурне те ырӑлӑх кӑтартма тӑрӑшатпӑр. Эпир ҫак лайӑх ене яланах кӑтартма вӗренсе ҫитесшӗн (1 Фес. 5:15). Ырӑ кӑмӑллӑ пулсан эпир сивӗ кунсенче ӑшӑтакан кӑмака пек пулӑпӑр — хурӑнташсен, пухури тӑвансен, пӗрле ӗҫлекенсен, пӗрле вӗренекенсен тата кӳршӗсен чӗрисене ӑшӑтӑпӑр.

Хӑвӑр ырӑ сӑмахпа е ӗҫпе кама пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, сирӗн хурӑнташа е пухури пӗр-пӗр тӑвана килте е пахчара пулӑшу кирлӗ. Е, тен, хӗрарӑм тӑвана лавккаран мӗн те пулин илсе килсе памалла. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулнӑ ҫынна пулӑшу кирлине асӑрхатӑр пулсан вара эсир ӑна пулӑшма пултаратӑр-и?

Айтӑр Иеговӑран тӗслӗх илер. Тата пирӗн сӑмахсенчен те, ӗҫсенчен те эпир «ырӑлӑх законне» пӑхӑнса тӑни курӑнтӑр.

^ Ятсене улӑштарнӑ.