Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр⁠-и?

Эсир пӗлетӗр⁠-и?

Мӗншӗн фараон умне тӑрас умӗн Иосиф хырӑннӑ?

Авалхи Египетра стена ҫине ӳкерсе хунӑ ӳкерчӗк. унта сухал хыраканӑн ӗҫне кӑтартнӑ

Библири Пултарни кӗнеке тӑрӑх, хӑйне хумхантаракан тӗлӗкӗсене ӑнлантарса патӑр тесе фараон Иосифа тӗрмерен хӑвӑртрах илсе килме хушнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле Иосиф темиҫе ҫул хушши тӗрмере ларнӑ ӗнтӗ. Фараон ӑна васкатнӑ пулин те, Иосиф ҫав-ҫавах хырӑнма вӑхӑт тупнӑ (Пултарни 39:20—23; 41:1, 14). Автор ҫак пӗлтерӗшлех мар вак-тӗвеке асӑннинче вӑл Египетри йӑласене лайӑх пӗлни курӑнать.

Авалхи халӑхсем хушшинче, еврейсем хушшинче те, арҫынсен сухал ӳстерес йӑла пулнӑ. Библие ӑнлантарса паракан пӗр энциклопедире «Хӗвелтухӑҫӗнче пурӑннӑ авалхи халӑхсем хушшинче Египет халӑхӗ хушшинче кӑна арҫынсен сухал ӳстерме юраман» тенӗ (McClintock and Strong’s Cyclopedia of Biblical, Theological, and Ecclesiastical Literature).

Ун чухне сухала кӑна хырмалла пулнӑ-и? Египетри хӑш-пӗр йӑла-йӗрке тӑрӑх ҫыннӑн фараон умне тӑрас умӗн храма кайма хатӗрленнӗ пекех хатӗрленмелле пулнӑ пулас тесе каланӑ пӗр журналта (Biblical Archaeology Review). Ку ҫапла пулсан, Иосифӑн ҫӳҫне те, сухалне те, кӗлетки ҫинчи ҫӑмне те хырса пӑрахмалла пулнӑ курӑнать.

Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекере Тимофейӑн ашшӗ пирки грек тенӗ. Ҫакӑ вӑл Грецирен пулнине пӗлтерет⁠-и?

Пӗлтермесен те пултарать. Павел апостол иудейсене грексемпе, е эллинсемпе, танлаштарнӑ чухне еврей мар ҫынсене пурне те грексем тенӗ (Рим 1:16; 10:12). Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек калама май паракан сӑлтавсенчен пӗри вӑл — Павел апостол ырӑ хыпар сарнӑ вырӑнсенче грек чӗлхипе культури анлӑ сарӑлни.

Авалхи вӑхӑтра камсем пирки грексем тенӗ? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пирӗн эрӑчченхи IV ӗмӗрте Афинӑри оратор, Исократ, грек культури пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ тесе мухтанса каланӑ. Вӑл халӗ «грек» текен сӑмах «Грецире ҫуралнинчен ытларах мӗнле пӑхса ӳстернине тата мӗнле пӗлӳ илнине кӑтартать» тесе палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та Тимофейӑн иудей пулман ашшӗ, ҫавӑн пекех камсем пирки Павел грексем тенӗ, ҫавсем грек пулса ҫуралнӑран мар, ҫав культурӑна тытса тӑнӑран грексем пулнӑ пулмалла (Апостолсен ӗҫӗсем 16:1).