Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХЫҪСӐМАХ

Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ — Турра чыс кӳрекен уяв

Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ — Турра чыс кӳрекен уяв

ХРИСТИАНСЕНЕ Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне паллӑ тума хушнӑ. Ҫак уяв мӗнле пӗлтерӗшлӗ? Хӑҫан тата мӗнле ӑна паллӑ тумалла?

Иисус Христос ҫак уява пирӗн эрӑри 33 ҫулта, еврейсем Пасха паллӑ тунӑ кун, пуҫарса янӑ. Пасха уявне ҫулталӑкра пӗрре кӑна, еврейсен календарӗ тӑрӑх, нисанӑн 14-мӗшӗнче, паллӑ тунӑ. Ҫакӑ хӑҫан пулассине шутласа кӑларас тесе еврейсем, паллах, ҫуркуннехи кунпа ҫӗр танлашнине кӗтнӗ. Ҫавӑн чухне кун тӑршшӗпе ҫӗр тӑршшӗ 12 сехетпе танлашать. Ҫуркунне, кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра, пӗлӗтре ҫӗнӗ уйӑх тухсан, ҫакӑ нисан уйӑхӗн пуҫламӑшӗ шутланнӑ. Пасха уявне ҫак уйӑхӑн 14-мӗш кунӗнче, хӗвел анса ларсан, паллӑ тунӑ.

Иисус Пасха уявне хӑйӗн апостолӗсемпе паллӑ тунӑ хыҫҫӑн Иуда Искариота кӑларса янӑ та Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ. Еврейсен Пасхи вырӑнне Каҫхи апат уявне тытса тӑмалла пулнӑ, апла пулсан ҫак уява Пасха пекех ҫулталӑкра пӗрре кӑна паллӑ тумалла.

Матфей ҫырнӑ Евангелинче ҫапла каланӑ: «Вӗсем ҫинӗ чух Иисус ҫӑкӑрне илсе пилленӗ те, вӗренекенсене хуҫкаласа парса, каланӑ: ҫакӑ Манӑн Ӳтӗм, илсе ҫийӗр ӑна, тенӗ. Унтан, куркине илсе, Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: пурсӑр та ӗҫӗр ҫакӑнтан, ку Манӑн нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Ҫӗнӗ Сӑмахри Юнӑм» (Матфей 26:26—28).

Хӑш-пӗрисем ӗненнӗ тӑрӑх, Иисус ҫӑкӑртан хӑйӗн кӗлеткине тата эрехрен хӑйӗн юнне тунӑ теҫҫӗ. Анчах Иисус ҫӑкӑрне апостолсене сӗннӗ чухне унӑн кӗлеткипе нимӗн те пулман. Апостолсем чӑннипех Иисусӑн кӗлеткине ҫинӗ-ши тата унӑн юнне ӗҫнӗ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл каннибализм, урӑхла каласан, ҫынна ҫын ҫини, тата Туррӑн законне пӑсни пулнӑ пулӗччӗ (Пултарни 9:3, 4; Левит 17:10). Лука 22:20-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Сӑмах». Ҫак курка «Ҫӗнӗ Сӑмах», урӑхла каласан, ҫӗнӗ халал, пулса тӑнӑ-ши? Пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен халал килӗшӳ тенине пӗлтерет, килӗшӗве вара алӑпа тытса пӑхма май ҫук.

Апла пулсан, ҫӑкӑрпа эрех — символсем. Ҫӑкӑр Христосӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткине е ӳт-пӳне пӗлтерет. Иисус Пасха уявне паллӑ тунӑ хыҫҫӑн тӑрса юлнӑ ҫӑкӑрпа усӑ курнӑ. Ҫак ҫӑкӑр тутлӑлла, урӑхла каласан, кӑвас чусти ямасӑр, пӗҫернӗ ҫӑкӑр пулнӑ (Тухни 12:8). Библире час-часах кӑвас чусти час-часах ҫылӑха е пӑсӑлнине пӗлтерет. Кӑвас чустисӗр пӗҫернӗ ҫӑкӑр Иисусӑн парнене панӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткине е ӳт-пӳне пӗлтерет. Иисусӑн кӗлетки пӗр ҫылӑхсӑр пулнӑ (Матфей 16:11, 12; 1 Коринф 5:6, 7; 1 Петр 2:22; 1 Иоанн 2:1, 2).

Хӗрлӗ эрех Иисусӑн юнне пӗлтерет. Иисус тӑкнӑ юна пула ҫӗнӗ килӗшӳ вӑя кӗрет. Иисус каланӑ тӑрӑх, унӑн юнӗ «ҫылӑхсене каҫармашкӑн» юхнӑ. Ҫапла майпа ҫынсем Турӑ умӗнче таса пулма тата Иеговӑпа ҫӗнӗ килӗшӳ тума пултараҫҫӗ (Еврейсем 9:14; 10:16, 17). Ҫак килӗшӳ 144 000 шанчӑклӑ христианина пӗлӗтре пурӑнма май парать. Пӗлӗтре вӗсем патшасем тата священниксем пулӗҫ те этемлӗх валли пиллӗхсем илсе килӗҫ (Пултарни 22:18; Иеремия 31:31—33; 1 Петр 2:9; Ӳлӗмхи 5:9, 10; 14:1—3).

Каҫхи апат уявне паллӑ тунӑ чухне ҫӑкӑрне камӑн ҫимелле тата эрехне камӑн ӗҫмелле? Паллах ӗнтӗ, камсемпе ҫӗнӗ килӗшӳ тунӑ, урӑхла каласан, камӑн пӗлӗте кайма шанчӑк пур, ҫавсен кӑна ҫӑкӑрне ҫимелле тата эрехне ӗҫмелле. Вӗсене пӗлӗтре патша пулма суйласа илнине Туррӑн святой сывлӑшӗ шантарса тӑрать (Рим 8:16). Иисус та вӗсемпе Патшалӑх пирки килӗшӳ тунӑ (Лука 22:29).

Ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнма шанчӑк пуррисем пирки мӗн калама пулать? Иисус хушнине итлесе вӗсем Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем ҫак уява хисеплеҫҫӗ, анчах уявланӑ чухне ҫӑкӑрне те ҫимеҫҫӗ, эрехне те ӗҫмеҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем ҫулталӑкра пӗрре, нисан уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, хӗвел анса ларсан, Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк пуррисенчен темиҫе пинӗшӗ кӑна ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ пулин те, христиансем пурте ҫак уява хаклаҫҫӗ. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ вӑхӑтӗнче пурте Иегова Турӑпа Иисус Христосӑн калама ҫук пысӑк юратӑвӗ ҫинчен шухӑшлама пултараҫҫӗ (Иоанн 3:16).