Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

102-МӖШ ЮРӐ

Халсӑррисене пулӑшса тӑрар

Халсӑррисене пулӑшса тӑрар

(Апостолсен ӗҫӗсем 20:35)

  1. 1. Пирӗн кӑлтӑксем нумай,

    Ҫылӑх пирӗнте.

    Пурпӗрех пире хаклать

    Тӳпери Атте.

    Вӑл юратать чунтан,

    Пит хӗрхенет ялан.

    Хуйхӑ тӳсекен ҫынна

    Юратар ҫапла.

  2. 2. Ҫирӗппи те хӑш чухне

    Халсӑр пулкалать.

    Ыр сӑмах ун кӑмӑлне

    Ҫирӗпрех тӑвать.

    Турӑ ӑна хаклать,

    Хӑй сывлӑшне парать.

    Эпӗр унӑн хуйхине

    Ҫӗклӗпӗр пӗрле.

  3. 3. Халсӑр кам, эпир ҫавна

    Айӑпласшӑн мар.

    Ырӑ пулнипе ӑна

    Хавхалантарар.

    Ун кӑмӑлне ҫӗклер,

    Чун-чӗрине сиплер.

    Уншӑн пирӗн пулӑшу

    Пулӗ йӑпату.

(Ҫавӑн пекех Ис. 35:3, 4; 2 Кор. 11:29; Гал. 6:2 пӑхӑр.)