Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

134-МӖШ ЮРӐ

Ачасем — Турӑ панӑ еткер

Ачасем — Турӑ панӑ еткер

(Псалом 126:3—5)

  1. 1. Хӗр е ывӑл ҫуралсассӑн

    Ашшӗ-амӑш мӗн тери хӗпӗртет!

    Анчах ача ӳстересси вӑл

    Яваплӑ, пысӑк тивӗҫ вӗт.

    Иегова — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ,

    Ача-пӑча — Вӑл панӑ чӑн парне.

    Иегова ашшӗ-амӑшне хӑй

    Парать чи ӑслӑ канашсене.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Паха еткер Иегова панӑ

    Ҫын пурнӑҫне сире шанса.

    Ачӑрсене, эппин, вӗрентӗр

    Ун ҫулӗпе ялан пыма.

  2. 2. Ҫӳлхуҫан мӗнпур сӑмахӗ

    Сирӗн чӗрӗрте упрантӑр пӗрмай.

    Ачӑрсене ҫавна вӗрентӗр —

    Ку сирӗн тивӗҫ, сирӗн пай.

    Канма выртсан та, ир тӑрсан та

    Калаҫӑр ун ҫинчен ачӑрсемпе.

    Турра итлеччӗр, пиллӗх илччӗр

    Вӗсем мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпе.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Паха еткер Иегова панӑ

    Ҫын пурнӑҫне сире шанса.

    Ачӑрсене, эппин, вӗрентӗр

    Ун ҫулӗпе ялан пыма.

(Ҫавӑн пекех Сак. аст. 6:6, 7; Эф. 6:4; 1 Тим. 4:16 пӑхӑр.)