Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ ЮРӐ

Ҫӗрӗн ҫӗнӗ Патшине мухтӑр!

Ҫӗрӗн ҫӗнӗ Патшине мухтӑр!

(Псалом 2:12)

  1. 1. Христос тата ҫураҫнӑ хӗр

    Пурне те йыхравлаҫҫӗ,

    Пур халӑхран йӑваш ҫынсем

    Нумаййӑн пухӑнаҫҫӗ.

    Патшалӑх тӳпере тӑрать,

    Вӑл Туррӑн ирӗкне тӑвать.

    Ҫак шанчӑк чуна лӑплантарать.

    Пирӗн чӗресем юрлаҫҫӗ.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иаг Турра мухтавлӑр! Мухтӑр Ывӑлне те —

    Вӑл ҫӗр ҫинчи патшасен Патши!

    Пуҫ тайса ун влаҫӗ майлӑ тӑрар,

    Вӗт вӑл хуҫасен Хуҫи.

  2. 2. Иегова лартнӑ Патшана

    Пӗрле мухтар янравлӑн.

    Пире вӑл тӑнӑҫлӑх пама,

    Ҫӑлма килет хӑватлӑн.

    Эпир кӗтетпӗр ӗненсе:

    Хӗн-хур тек пулмӗ ҫӗр ҫинче,

    Христос чӗртӗ вилнӗ ҫынсене,

    Ӗмӗр пурнӑпӑр хаваслӑн.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иаг Турра мухтавлӑр! Мухтӑр Ывӑлне те —

    Вӑл ҫӗр ҫинчи патшасен Патши!

    Пуҫ тайса ун влаҫӗ майлӑ тӑрар,

    Вӗт вӑл хуҫасен Хуҫи.

(Ҫавӑн пекех Пс. 2:6; 44:2; Ис. 9:6; Иоанн 6:40 пӑхӑр.)