Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ ЮРӐ

Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем

Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем

(Псалом 138)

  1. 1. Эй Туррӑм, эс йӑлтах куратӑн,

    Пӗлетӗн эпӗ мӗн калассине.

    Ман пӗтӗм ҫулӑм-йӗрӗм саншӑн паллӑ.

    Пӗлсе тӑратӑн манӑн шухӑш-ӗмӗте.

    Хӑҫан эп вӑрттӑн тӗвӗленнӗ,

    Ун чух эс курнӑ шӑммӑм-шаккӑма.

    Эп ҫуралман чухнех мана эс пӗлнӗ.

    Юратнӑран мухтатӑп санӑн хӑватна.

    Сан ӗҫӳсем, Иегова, питӗ аслӑ,

    Тӗлӗнтерсех яраҫҫӗ чунӑма.

    Мана сӗм тӗттӗм хупласа илсен те,

    Сан сывлӑшу ҫавах тупать мана.

    Тӳпе таран эп ҫӗкленсен те,

    Эп ҫӗр тӗпне ансан та — эс унта.

    Иегова, эп санран ӑҫта тарам-ха?

    Вӗт пӗтӗмпех янк уҫӑ санӑн умӑнта.

(Ҫавӑн пекех Пс. 65:3; 93:19; Иер. 17:10 пӑхӑр.)