Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

61-МӖШ ЮРӐ

Свидетельсем, малалла утар!

Свидетельсем, малалла утар!

(Лука 16:16)

  1. 1. Ҫак юлашки кунсенче ҫине тӑрса

    Сарать Туррӑн халӑхӗ ырӑ хыпара.

    Эпир Шуйттанран хӑрамастпӑр,

    Турӑпа пулнӑран алла усмастпӑр.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хӑюллӑн, Свидетельсем, малалла утар!

    Иеговӑн ӗҫне савӑнса туса тӑрар!

    Пурне те кӗҫех рай пулать тесе калар,

    Ыр хыпар пӗлтерме чарӑнар мар.

  2. 2. Туррӑн ҫынни ҫӑмӑл пурнӑҫ шырамасть,

    Вӑл ҫак тӗнчене юрама та тӑрӑшмасть.

    Турра юраса пурӑнатпӑр,

    Пур енчен те тасалӑха упратпӑр.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хӑюллӑн, Свидетельсем, малалла утар!

    Иеговӑн ӗҫне савӑнса туса тӑрар!

    Пурне те кӗҫех рай пулать тесе калар,

    Ыр хыпар пӗлтерме чарӑнар мар.

  3. 3. Туррӑн ятне халь хумаҫҫӗ хисепе,

    Ҫынсем итлемеҫҫӗ Патшалӑх хыпарне.

    Иеговӑн ятне хӳтӗлетпӗр,

    Ун ҫинчен пур ҫынна та пӗлтеретпӗр.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хӑюллӑн, Свидетельсем, малалла утар!

    Иеговӑн ӗҫне савӑнса туса тӑрар!

    Пурне те кӗҫех рай пулать тесе калар,

    Ыр хыпар пӗлтерме чарӑнар мар.

(Ҫавӑн пекех Тух. 9:16; Иак. 1:27; Флп. 1:7; 2 Тим. 2:3, 4 пӑхӑр.)