Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ ЮРӐ

Иегова — пирӗн вӑй-хӑват

Иегова — пирӗн вӑй-хӑват

(Исаия 12:2)

  1. 1. Ырӑ Иегова, эс пирӗн хӑват,

    Эс — Ҫӑлакан, сана пӗтӗм мухтав.

    Сан чӑнлӑхна пӗлтеретпӗр хастар.

    Итлӗҫ е кулӗҫ — саратпӑр хыпар.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова, эс пирӗн вӑй та хӑват.

    Мухтӑпӑр ӗмӗр санӑн ятна.

    Эс — чи вӑйли, хӳтӗлетӗн пире.

    Аслӑ Иегова, эс — пирӗн тӗрек.

  2. 2. Савӑнӑҫ тупрӑмӑр сан ҫуттунта,

    Уҫҫӑн куратпӑр халь сан чӑнлӑхна.

    Сан сассуна Библи урлӑ илтсе

    Ҫирӗп тӑратпӑр Патшалӑх енче.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова, эс пирӗн вӑй та хӑват.

    Мухтӑпӑр ӗмӗр санӑн ятна.

    Эс — чи вӑйли, хӳтӗлетӗн пире.

    Аслӑ Иегова, эс — пирӗн тӗрек.

  3. 3. Сан ирӗкне пурнӑҫлатпӑр чунтан.

    Эс пирӗн хӳтлӗх Шуйттан тапӑнсан.

    Вӑл вилӗмпе те пире хӑратсан,

    Сан майлӑ ҫирӗп тӑма пулӑшсам.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова, эс пирӗн вӑй та хӑват.

    Мухтӑпӑр ӗмӗр санӑн ятна.

    Эс — чи вӑйли, хӳтӗлетӗн пире.

    Аслӑ Иегова, эс — пирӗн тӗрек.

(Ҫавӑн пекех 2 Патш. 22:3; Пс. 17:3; Ис. 43:12 пӑхӑр.)