Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

82-МӖШ ЮРӐ

Сирӗн ҫутӑ ҫутаттӑр

Сирӗн ҫутӑ ҫутаттӑр

(Матфей 5:16)

  1. 1. Иисус каланӑ:

    «Ҫутӑ кашнине

    Уҫҫӑнах ҫутаттӑр

    Сар хӗвел пекех».

    Эпӗр вӗрентетпӗр

    Туррӑн Сӑмахне.

    Пирӗн урлӑ ун ҫути

    Ҫиттӗр ҫынсене.

  2. 2. Калӑпӑр хастаррӑн

    Туррӑн хыпарне,

    Чӑнлӑх пырса тивтӗр

    Ҫыннӑн чӗрине.

    Ыр хыпар сарас ӗҫ

    Чӑн пӗлӳ парать.

    Хӑш ҫулпа каймаллине

    Ҫын хӑех суйлать.

  3. 3. Пирӗн ыр ӗҫсем те

    Ӗнчӗ пек хитре,

    Ҫутатса тӑраҫҫӗ

    Тӗттӗм тӗнчере.

    Пирӗн ҫутӑ тӑтӑр

    Вӑйлӑ ялкӑшса.

    Хамӑр ӗҫсемпе кӳрер

    Чыс-мухтав Турра.

(Ҫавӑн пекех Пс. 118:130; Матф. 5:14, 15, 45; Кол. 4:6 пӑхӑр.)