Тӗп матералсем патне куҫӑр

Вӑраха кайнӑ чирпе чирленӗ чухне Библи пулӑшма пултарать-и?

Вӑраха кайнӑ чирпе чирленӗ чухне Библи пулӑшма пултарать-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Пултарать. Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсем чирленӗ чухне вӗсемшӗн тӑрӑшать. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирки Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа ӑна чирлӗ выртакан вырӑнӗ ҫинче самайлатӗ» (Псалом 40:4). Эсир вӑраха кайнӑ чирпе чирлетӗр пулсан, сире ҫак виҫӗ канаш пулӑшма пултарать:

  1.   Чӑтса ирттерме вӑй ыйтӑр кӗлӗре. «Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» пама пултарать, ҫак канӑҫлӑх вара сире ытлашши пӑшӑрханма памӗ тата пулӑшӗ (Филиппӑ 4:6, 7).

  2.   Лайӑххи ҫинчен шухӑшлӑр. Библире ҫапла каланӑ: «Хаваслӑ чӗрелли, чиртен сыватнӑ пекех, ырӑ тӑвать, пусӑрӑнчӑк кӑмӑл шӑмшака типӗтет» (Ытарӑшсем 17:22). Виҫине пӗлсе шӳтлеме пӗлни те кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ хурлӑхлӑ кунсенче савӑнӑҫ парӗ ҫеҫ мар, сывлӑхшӑн та усӑллӑ пулӗ.

  3.   Пуласлӑха шанма вӗренӗр. Ҫирӗп шанчӑк, вӑраха кайнӑ чире пӑхмасӑрах, савӑнӑҫа ҫухатма памасть (Рим 12:12). Библире ҫакӑн пек вӑхӑт пулать тесе каланӑ: ун чухне «пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ» (Исаия 33:24). Ҫавӑн чухне Турӑ вӑраха кайнӑ чирсенчен, хальхи наука пӗтерме пултарайман чирсенчен, сыватӗ. Сӑмахран, Библире ваттисем ҫамрӑкланӗҫ те каллех ҫирӗп сывлӑхлӑ пулса тӑрӗҫ тенӗ: «Вара унӑн ӳчӗ-тирӗ ҫамрӑк чухнехинчен те чӗрӗрех пулӗ; ҫамрӑклӑхӗ каялла таврӑнӗ» (Иов 33:25).

 Асӑрхаттару. Иегова Свидетелӗсем Турӑ пулӑшасса шанаҫҫӗ пулин те, вӗсем вӑраха кайнӑ чирсенчен сывалас тесен тухтӑрсенчен пулӑшу илмеллине те ӑнланаҫҫӗ (Марк 2:17). Анчах та эпир нимӗнле сипленмелли меслет майлӑ та тӑмастпӑр. Мӗнле сипленессине кашнин хӑйӗн суйласа илмелле тесе шутлатпӑр эпир.