Тӗп матералсем патне куҫӑр

Кам вӑл Иегова?

Кам вӑл Иегова?

Библире мӗн каланӑ?

 Иегова вӑл — Библире каланӑ чӑн Турӑ, вӑл пурне те тунӑ (Ӳлӗмхине 4:11). Ӑна Авраампа Моисей пророксем, ҫавӑн пекех Иисус Христос та пуҫҫапнӑ (Пултарни 24:27; Тухни 15:1, 2; Иоанн 20:17). Иегова — пӗр-пӗр халӑхӑн Турри мар, вӑл — «пӗтӗм ҫӗрӗн аслӑ Патши» (Псалом 46:3).

 Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова вӑл — Туррӑн хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр ят (Тухни 3:15; Псалом 83:18, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Ҫак ят «пулса тӑма парать» текен еврей глаголӗнчен пулса кайнӑ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр учёнӑйсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак ят «вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерме пултарать. Туррӑн ячӗн ҫакӑн пек пӗлтерӗшӗ Иегова пурне тунӑ тата хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакан Турӑ пулнипе килӗшсе тӑрать (Исаия 55:10, 11). Библи пире кам Иегова ятлӑ, ҫавӑ мӗнле Турӑ пулнине, уйрӑмах унӑн юратӑвне, пӗлме пулӑшать (Тухни 34:5—7; Лука 6:35; 1 Иоанн 4:8).

 Туррӑн ятне чӑвашла «Иегова» тесе куҫарнӑ. Еврей чӗлхинче Туррӑн ячӗ тӑватӑ саспаллирен, יהוה (ЙХВХ е ИГВГ), тӑрать, ҫав тӑватӑ саспаллине тетраграмматон теҫҫӗ. Авалхи еврей чӗлхинче Туррӑн ятне мӗнле калани паллӑ мар.

Мӗншӗн Туррӑн ятне авалхи еврей чӗлхинче мӗнле калани паллӑ мар?

 Авалхи еврей чӗлхинче уҫӑ саспаллисем пулман. Вӑл вӑхӑтра хупӑ саспаллисемпе кӑна усӑ курнӑ, анчах та ҫынсем вуланӑ чухне кирлӗ чухне уҫӑ саспаллисене ҫӑмӑллӑнах лартса вулама пултарнӑ. Анчах та Еврей Ҫырӑвӗсене (Авалхи Халала) туса пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗшмӗше ӗненме пуҫланӑ, ҫав тӗшмӗш тӑрӑх, Туррӑн ятне сасӑпа калама юраман пулнӑ. Вара вуланӑ чухне Туррӑн ячӗ тӗл пулсан, вӗсем ӑна урӑх сӑмахсемпе, калӑпӑр, «Ҫӳлхуҫа» е «Турӑ» текен сӑмахсемпе улӑштарма пуҫланӑ. Ӗмӗрсем иртсен, ҫак йӑла питӗ анлӑ сарӑлнине пула авалхи вӑхӑтра Туррӑн ятне сасӑпа мӗнле каланине пачах манса кайнӑ a.

 Хӑш-пӗрисем Турра «Яхве» тесе чӗннӗ тесе шутлаҫҫӗ, теприсем вара ӑна урӑхла ятсемпе чӗннӗ теҫҫӗ. Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ алҫырусенче Левит кӗнекин пӗр пайӗ пур, унта Туррӑн ятне грек чӗлхипе Иао́ тесе ҫырнӑ пулнӑ. Авалхи грексен ҫыравҫисем Иаэ́, Иабэ́ тата Иауэ́ текен сӑмахсемпе те усӑ курнӑ, анчах та ҫак ятсемпе авалхи еврей чӗлхинче усӑ курнине нимӗн те ҫирӗплетсе памасть b.

Туррӑн ячӗ пирки тӗрӗс мар шухӑшлани

 Тӗрӗс мар шухӑш: хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче Иегова текен ята хушса хунӑ.

 Факт: Туррӑн ячӗ Еврей Ҫырӑвӗсенче тетраграмматон пек 7 000 хута яхӑн тӗл пулать c. Библи куҫарӑвӗсенчен нумайӑшӗнчен Туррӑн ятне пӗлсе тӑрсах кӑларса пӑрахнӑ та «Ҫӳлхуҫа» текен титулпа улӑштарнӑ.

 Тӗрӗс мар шухӑш: Пурне те Тума Пултаракан Турра ят кирлӗ мар.

 Факт: Турӑ хӑй Библи ҫыракансене хӑйӗн ячӗпе темиҫе пин хут усӑ курма хавхалантарнӑ. Ҫавӑн пекех Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйӗн ятне сасӑпа калама хушнӑ (Исаия 42:8; Иоиль 2:32; Малахия 3:16; Рим 10:13). Унсӑр пуҫне, Турӑ хӑйӗн ятне ҫынсене мантарса яма хӑтланакан суя пророксене сивленӗ (Иеремия 23:27).

 Тӗрӗс мар шухӑш: иудейсем хушшинче сарӑлнӑ йӑлана тытса пырса Туррӑн ятне Библирен кӑларса пӑрахмалла.

 Факт: иудейсен пӗр хут ҫинчен тепӗр хут ҫине куҫарса ҫыракансенчен хӑш-пӗрисем Туррӑн ятне сасӑпа каламан пулин те, ӑна Библин алҫырӑвӗсенчен кӑларса пӑрахман. Турӑ пире хӑйӗн ӳкӗчӗсемпе килӗшсе тӑман ҫынсен йӑлисене тытса ан тӑрӑр тет (Матфей 15:1—3).

 Тӗрӗс мар шухӑш: Туррӑн ячӗпе Библире усӑ курма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ҫав ята еврейла тӗп-тӗрӗс мӗнле каламаллине никам та пӗлмест.

 Факт: ҫакӑн пек шухӑшлани вӑл Турӑ тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсенчен хӑйӗн ятне пӗр пек каласса кӗтет тенине пӗлтерет. Анчах та, Библире каланӑ тӑрӑх, унччен Туррӑн тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ӗҫлекенӗсем ятсене тӗрлӗрен каланӑ.

 Тӗслӗхшӗн, Израиль судйин, Иисус Навинӑн, ятне илер. Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансем еврейла калаҫнӑ пулсан, ӑна Йехошу́а тесе чӗннӗ пулӗччӗҫ, вӗсем грекла калаҫнӑ пулсан, ӑна Иесу́с тесе чӗннӗ пулӗччӗҫ. Библире Иисус Навинӑн грекла куҫарнӑ ятне ҫырса хунӑ, апла пулсан, христиансем хӑйсен чӗлхинче анлӑ сарӑлнӑ ятсемпе усӑ курнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 7:45; Еврейсем 4:8).

 Туррӑн ячӗ пирки те ҫак принциппах усӑ курма пулать. Туррӑн ячӗ Библире ӑҫта тӑмалла, ҫав вырӑна тивӗҫлипе йышӑнни ҫак ята кун пек е ун пек калассинчен те кирлӗрех.

a Пӗр энциклопедире ҫапла каланӑ: «Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, Яхве текен ята ытла хытӑ хисеплеме пуҫланӑ, вара ӑна час-часах АДОНАЙ е ЭЛОХИМ сӑмахсемпе улӑштарма тытӑннӑ» (New Catholic Encyclopedia).

b Нумайрах информаци тупас тесе «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑри «Божье имя в Еврейских Писаниях» текен 1-мӗш пайне пӑхӑр.

c Theological Lexicon of the Old Testament, 2-мӗш том, 523—524 страницӑсем.