Тӗп матералсем патне куҫӑр

Кам тӳпене каять?

Кам тӳпене каять?

Библире мӗн каланӑ?

 Турӑ хӑйне чунтан парӑннӑ христиансен пысӑках мар ушкӑнне тӳпере пурӑнма суйласа илет. Вӗсене вара вилнӗ хыҫҫӑн тӳпере пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратаҫҫӗ (1 Петр 1:3, 4). Вӗсем тӳпере пурӑнма тивӗҫлӗ пулччӑр тесен вӗсен хытӑ ӗненмелле тата хӑйсене лайӑх тытмалла (Эфес 5:5; Филиппӑ 3:12—14).

Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем тӳпене кайӗҫ?

 Вӗсем Христоспа пӗрле 1 000 ҫул хушши патшара ларӗҫ тата священниксем пулса ӗҫлӗҫ (Ӳлӗмхи 5:9, 10; 20:6). Вӗсем «ҫӗнӗ тӳпе», урӑхла каласан, тӳпери правительство шутне кӗрӗҫ. Ҫав правительство «ҫӗнӗ ҫӗре», урӑхла каласан, ҫӗр ҫинчи ҫынсемпе пуҫ пулса тӑрӗ. Тӳпери ҫав пуҫлӑхсем ҫӗр ҫинче тӳрӗлӗх туса хурӗҫ тата Турӑ ҫынсене чи малтан мӗнле пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулнӑ, ҫавӑн пек пурнӑҫ туса парӗҫ (Исаия 65:17; 2 Петр 3:13).

Тӳпере пурӑнма мӗн чухлӗ ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ?

 Библире каланӑ тӑрӑх, 144 000 ҫынна тӳпере пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ (Ӳлӗмхи 7:4). Ӳлӗмхи 14:1—3 ҫырса кӑтартнӑ курӑнура Иоанн апостол «Сион тӑвӗ ҫинче Путек... Унпа пӗрле... ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫын» тӑнине курнӑ. Ҫак курӑнура Путек вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христоса пӗлтерет (Иоанн 1:29; 1 Петр 1:19). Сион тӑвӗ Иисус тата унпа пӗрле патшара ларакан 144 000-шӗ пысӑк вырӑн йышӑннине кӑтартса парать (Псалом 2:6; Еврейсем 12:22).

 «Чӗннисем, суйласа илнисем» тӳпери Патшалӑхра Христоспа пӗрле патшара ларӗҫ. Вӗсем пирки Библире «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм» тенӗ (Ӳлӗмхи 17:14; Лука 12:32). Ҫакӑ вӗсен шучӗ, Иисусӑн пур вӗренекенӗпе те танлаштарсан, нумаях мар пулнине пӗлтерет (Иоанн 10:16).

Тӳпене каякансем пирки калакан тӗрӗс мар шухӑшсем

 Тӗрӗс мар шухӑш: лайӑх ҫынсем пурте тӳпене каяҫҫӗ.

 Факт: Турӑ лайӑх ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ тесе сӑмах парать (Псалом 36:11, 29, 34).

  •   Иисус ҫапла каланӑ: «Тӳпене никам та хӑпарман» (Иоанн 3:13). Апла пулсан, Христос ҫӗр ҫине киличчен пурӑннӑ лайӑх ҫынсем, калӑпӑр, Авраам, Моисей, Иов тата Давид, тӳпене кайман (Апостолсен ӗҫӗсем 2:29, 34). Ун вырӑнне, вӗсен ҫӗр ҫинче пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк пур (Иов 14:13—15).

  •   Тӳпере пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратни пирки Библире «малтан вилӗмрен чӗртсе тӑратни» тенӗ (Ӳлӗмхи 20:6, Ҫӗнӗ тӗнче куҫӑрӑвӗ). Апла пулсан, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси тепре пулмалла. Ку вӑл ҫӗр ҫинче пулӗ.

  •   Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне «вилӗм... урӑх пулас ҫук» (Ӳлӗмхи 21:3, 4). Ҫакӑн пек сӑмах пани ҫӗр ҫинче пурнӑҫланать пулмалла, мӗншӗн тесен тӳпере нихӑҫан та вилӗм пулман.

 Тӗрӗс мар шухӑш: Тӳпере е ҫӗр ҫинче пурӑнассине кашни ҫын хӑй суйласа илет.

 Факт: Шанчӑклӑ христиансем хӑшӗ «ҫӳлти мухтавлӑ ята», урӑхла каласан, тӳпери пурнӑҫа, илессине Турӑ хӑй суйласа хурать (Филиппӑ 3:14). Ҫынна суйласа илесси унӑн тӳпене каяс килнинчен е чапшӑн ҫуннинчен килмест (Матфей 20:20—23).

 Тӗрӗс мар шухӑш: Ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк ытла чаплах мар, ҫавӑнпа ӑна тӳпене кайма тивӗҫлӗ маррисене ҫеҫ параҫҫӗ.

 Факт: Турӑ кама ҫӗр ҫинче пурӑнма тивӗҫлӗ тейӗ, ҫавсем пирки вӑл «Ман халӑхӑм», «Эпӗ суйласа илнийӗсем» тата «Ҫӳлхуҫаран пиллӗх илнӗ вӑрлӑх» тенӗ (Исаия 65:21—23). Турӑ ҫынсем пирки чи малтанах мӗн шутласа хунӑ, ҫавна вӗсем пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ. Турӑ шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ те ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ (Пултарни 1:28; Псалом 113:24; Исаия 45:18).

 Тӗрӗс мар шухӑш: Ӳлӗмхи кӗнекере каланӑ 144 000 тени вӑл ахаль числона мар, сӑнарлӑ числона пӗлтерет.

 Факт: Ӳлӗмхи кӗнекере сӑнарлӑ числосем пур пулин те, хӑш-пӗр числосем унта ахаль числосем. Сӑмахран, унта «Путекӗн вуникӗ апостолӑн ячӗсем» ҫинчен каланӑ (Ӳлӗмхи 21:14). Айтӑр 144 000 вӑл ахаль числона пӗлтернине кӑтартакан сӑлтавсене пӑхса тухар.

 Ӳлӗмхи 7:4 ҫапла каланӑ: «Эпӗ вара Турӑ пичечӗпе паллӑ тунисен [е тӳпере пурӑнма палӑртнисен] шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм... ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ». Анчах темиҫе сӑвӑ йӗрки урлӑ тепӗр ушкӑн ҫинчен каланӑ, вӗсем пирки «имсӗр-сумсӑр ҫын тӑрать, вӗсене никам та шутласа кӑларас ҫук» тенӗ. Ҫак «имсӗр-сумсӑр ҫынна» та Турӑ ҫӑлӑнӑҫ парӗ (Ӳлӗмхи 7:9, 10). 144 000 сӑнарлӑ числона пӗлтерет пулсан, ӑна тепӗр ушкӑнпа, шутласа кӑларма ҫук ушкӑнпа, танлаштарма кирлӗ мар пулнӑ пулӗччӗ a.

 Унсӑр пуҫне, 144 000-шӗ пирки «ҫынсем хушшинчен... чӑн малтан ҫӑлса илнӗ» тенӗ (Ӳлӗмхи 14:4). «Чӑн малтан» тени суйласа илнисен ушкӑнӗ пысӑках мар пулнине кӑтартса парать. Ҫакӑ Христоспа пӗрле тӳпере патшара ларса ҫӗр ҫинчи шутласа кӑларма ҫук ҫынсене ертсе пыракансене питӗ лайӑх сӑнласа парать (Ӳлӗмхи 5:10).

a Ӳлӗмхи кӗнекере каланӑ 144 000 число пирки Роберт Томас библеист ҫав шухӑшах палӑртса ҫапла калать: «Палӑртса хунӑ числона 7:9-мӗшӗнчи шутласа кӑларма ҫук числопа танлаштарнӑ. Вӑл сӑнарлӑ число пулсан, ҫак кӗнекери пӗр число пирки те ахаль число тесе калаймӑн» (Revelation 1-7: An Exegetical Commentary, 474-мӗш страница).