Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗн вӑл чун?

Мӗн вӑл чун?

Библире мӗн каланӑ?

 Библире не́феш текен еврей сӑмахне тата психе́ текен грек сӑмахне «чун» тесе куҫарнӑ. Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, еврей сӑмахӗ «сывлакан япала» тенине, грек сӑмахӗ вара «чӗрӗ япала» тенине пӗлтерет a. Апла пулсан, чун вӑл ҫынна е чӗрчуна пӗлтерет. Вӑл кӗлетке ӑшӗнче темскер пуррине, ҫав темскер вара кӗлетке вилсен те малалла пурӑнать тенине пӗлтермест. Ҫыннӑн чунӗ вӑл ҫынна хӑйне пӗлтернине Библире мӗнле кӑтартса панине пӑхса тухар.

Адама чун паман, вӑл «чӗрӗ чун пулса тӑнӑ»

  •   Иегова Турӑ малтанхи ҫынна, Адама, тусан, вӑл «чӗрӗ чун пулса тӑнӑ» тенӗ Библире (Пултарни 2:7, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Адама чун паман, вӑл чӗрӗ чун пулса тӑнӑ, е ҫын пулса тӑнӑ.

  •   Библире чун ӗҫлеме, выҫма, ҫиме, влаҫсене пӑхӑнма тата вилене сӗртӗнме пултарать тенӗ (Левит 5:2; 7:20; 23:30; Саккуна астутарни 12:20; Рим 13:1). Ҫак ӗҫсене ҫыннӑн пӗр-пӗр пайӗ мар, ҫын хӑй тӑвать.

Чун вилӗмсӗр-и?

 Ҫук. Чун вилме пултарать. Библире вун-вун сӑвӑ йӗркинче чун вилет тесе каланӑ. Акӑ хӑш-пӗр тӗслӗхсем:

  •   «Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ» (Иезекииль 18:4, 20).

  •   Авалхи Израильте йывӑр преступленисемшӗн ҫакӑн пек наказани панӑ: «ҫав чуна... пӗтерӗҫ» (Тухни 12:15, 19; Левит 7:20, 21, 27; 19:8). «Ҫав чуна... пӗтерччӗр» (Тухни 31:14).

  •   Библи куҫарӑвӗсенче чылайӑшӗнче ҫак сӑвӑ йӗркисенче «вилнӗ ҫын» тенӗ пулин те, чи малтанхи еврей текстӗнче ҫавӑнта не́феш, е «чун», текен сӑмах тӑрать (Левит 21:11; Йыша шутлани 6:6).

«Чун» тени «пурнӑҫа» пӗлтерме пултарать

 Библире хӑш-пӗр чухне «чун» тата «пурнӑҫ» текен сӑмахсемпе синонимсем пек усӑ курнӑ. Сӑмахран, Иов 33:22-мӗшӗнче не́феш текен еврей сӑмахӗ пурнӑҫа пӗлтерет. Ҫавӑн пекех Библире ҫын хӑйӗн чунне, е пурнӑҫне, хӗрхенмесен те пултарать е ҫухатма та пултарать тенӗ (Тухни 4:19; Тӳресен 9:17; Филиппӑ 2:30).

 «Чун» текен сӑмахпа ҫавӑн пек усӑ курни пире Пултарни 35:18 сӑвӑ йӗркине ӑнланса илме пулӑшать. Унта «чунӗ тухнӑ» тенӗ. Ҫавӑн пек сӑнарлӑ калани ҫын пурнӑҫӗ татӑлнине кӑтартса парать. Хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче Пултарни 35:18-мӗшӗнчи сӑмах ҫаврӑнӑшне «сывлӑшне кӑларнӑ» тесе куҫарнӑ (Смысловой перевод).

Вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳ мӗнле пуҫланса кайнӑ?

 Христиансен тӗнӗсенче ҫак вӗрентӗве Библирен мар, авалхи грексен философинчен илнӗ. Пӗр энциклопедире ҫапла каланӑ: «Библире ҫын пирки каланӑ чухне ӑна пӗтӗмӗшле кӑтартса панӑ. Унта ҫӗрекен, ҫылӑхлӑ кӗлетке ӑшне хупса хунӑ вилӗмсӗр чун пирки нимӗн те каламан» (Библейская энциклопедия). Тепӗр кӗнекере вара ҫапла ҫырнӑ: «Апостолсем хыҫҫӑнхи Чиркӳре чун ҫинчен калакан вӗрентӳ грексен философийӗ витӗм кӳнине пула аталанма пуҫланӑ» (Теологический энциклопедический словарь).

 Турӑ хӑйӗн вӗрентӗвӗсене ҫынсен философийӗпе, калӑпӑр, вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳпе, хутӑштарнине ырламасть. Ун вырӑнне Библи пире ҫапла асӑрхаттарать: «Эй, тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах» (Колоссӑ 2:8).

a Библи куҫаракансенчен нумайӑшӗ не́феш тата психе́ сӑмахсене куҫарнӑ чухне «чун», «пурнӑҫ», «ҫын», «тунӑ япала» тата «кӗлетке» сӑмахсемпе усӑ кураҫҫӗ.