Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗншӗн Иисус панӑ парне — «нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн» панӑ парне?

Мӗншӗн Иисус панӑ парне — «нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн» панӑ парне?

Библире мӗн каланӑ?

 Иисус Христос панӑ парне вӑл — Иегова этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтармалли май. Библире Иисус тӑкнӑ юн пирки тӳлесе илме панӑ хак тенӗ (Эфес 1:7, Ҫӗнӗ Халал; 1 Петр 1:18, 19). Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн пирки «нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама килнӗ» тесе каланӑ (Матфей 20:28, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ).

Мӗншӗн нумайӑшне тӳлесе илмелле пулнӑ?

 Пӗрремӗш ҫынна, Адама, пӗр ҫитменлӗхсӗр, пӗр ҫылӑхсӑр тунӑ пулнӑ. Унӑн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас май пулнӑ, анчах вӑл Турра итлеменнипе ҫав мая ҫухатнӑ (Пултарни 3:17—19). Адамӑн ачасем ҫуралсан, унран ачисем ҫине ҫылӑх куҫнӑ (Рим 5:12). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Библире Адам хӑйне те, хӑйӗн ачисене те ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхне сутса янӑ тенӗ (Рим 7:14). Ҫылӑхлӑ пулнӑ пирки вӗсенчен нихӑшӗ те Адам мӗн ҫухатнине каялла тӳлесе илме пултарайман (Псалом 48:8—10).

 Адамран пулса кайнӑ ҫынсен пӗр шанчӑк та пулманнине кура Турӑ вӗсене хӗрхеннӗ (Иоанн 3:16). Анчах та Турӑ пӗр сӑлтавсӑрах вӗсен ҫылӑхӗсене курмӑш пулма е каҫарма пултарайман, мӗншӗн тесен ҫакӑ Туррӑн тӗрӗслӗх нормисемпе килӗшсе тӑман пулӗччӗ (Псалом 88:15; Рим 3:23—26). Турӑ ҫынсене юратать, ҫавӑнпа та вӑл вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарас тата вӗсене хӑтарас тесе законлӑ май туса панӑ (Рим 5:6—8). Ҫавӑн пек законлӑ май вӑл — тӳлесе илни.

Тӳлесе илни мӗн вӑл?

 Библире каланӑ тӑрӑх, «тӳлесе илни» шутне виҫӗ уйрӑмлӑх кӗрет:

  1.   Ҫакӑ тӳлемелли хак (Йыша шутлани 3:46, 47).

  2.   Вӑл хӑтарать (Тухни 21:30).

  3.   Вӑл мӗн тӳлессе илмелле, ҫавӑн хакӗпе пӗр тан, е унӑн хакне саплаштарать a.

 Иисус Христос тӳлесе илме панӑ парнепе ҫав виҫӗ уйрӑмлӑх мӗнле ҫыхӑннине пӑхса тухар.

  1.   Хак. Библире христиансене «пысӑк хак парса илнӗ» тенӗ (1 Коринф 6:20; 7:23). Ҫак хак вӑл — Иисус Христос юнӗн хакӗ. Вӑл хӑйӗн юнӗпе «тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли... тӳлесе» илнӗ (Ӳлӗмхи 5:8, 9, Ҫенӗ Халал).

  2.   Хӑтарать. Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни ҫылӑхран хӑтарать (1 Коринф 1:30; Колоссӑ 1:14; Еврейсем 9:15).

  3.   Пӗр тан. Христос панӑ парне Адам мӗн ҫухатнипе пӗр тан. Адам вара пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа ҫухатнӑ (1 Коринф 15:21, 22, 45, 46). Библире ҫапла каланӑ: «Пӗр ҫын [Адам] илтеменнипе нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, Пӗри [Иисус Христос| итленипе вара нумайӑшӗ тӳрре тухать» (Рим 5:19). Ҫакӑ пӗр ҫыннӑн вилӗмӗ ҫылӑхлисене нумайӑшне мӗнле тӳлесе илме пултарнине ӑнлантарса парать. Ҫапла вара, Иисус Христос «мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе» илме мӗн кирлӗ пулнӑ, ҫавна панӑ — «Хӑйӗн пурнӑҫне панӑ». Анчах ҫынсен ҫакӑнтан усӑ илес тесен кирлӗ утӑмсем тумалла (1 Тимофей 2:5, 6, Ҫӗнӗ Халал).

a Библире «тӳлесе илни» тесе куҫарнӑ сӑмахсем мӗн хака ларнине, мӗн те пулин хаклӑ пулнине, тӳлемелли хака пӗлтереҫҫӗ. Сӑмахран, кафа́р текен авалхи еврей глаголӑн тӗп пӗлтерӗшӗ — «витсе хур». Ялан тенӗ пекех, ҫакӑ ҫылӑхсене каҫарнине пӗлтерет (Псалом 64:4). Ҫав сӑмахпа ҫыхӑннӑ ко́фер текен япала ячӗ ҫавна тума мӗн памаллине, е мӗн чухлӗ тӳлемеллине, пӗлтерет (Тухни 21:30). Ҫавӑн пекех, ли́трон текен грек сӑмахне ялан тенӗ пекех «тӳлесе илни» тесе куҫараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ӑна «тӳлевлӗх» тесе те куҫарма пултараҫҫӗ (Матфей 20:28, Ҫӗнӗ Халал). Грек ҫыравҫисем ҫак сӑмахпа тыткӑна лекнисене тӳлесе илмелли е чурана ирӗке кӑлармаллли ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ.