Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсене пӗр-пӗр фильм пӑхма, кӗнеке вулама е юрӑ юрлама чараҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсене пӗр-пӗр фильм пӑхма, кӗнеке вулама е юрӑ юрлама чараҫҫӗ-и?

 Ҫук, чармаҫҫӗ. Пирӗн организаци нимӗнле фильм пӑхма та, кӗнеке вулама е юрӑ юрлама та чармасть. Мӗншӗн?

 Библи кашни ҫынна «ырӑпа усала уйӑрма» вӗренме хавхалантарать (Еврейсем 5:14).

 Сӑваплӑ Ҫырура тӗп принципсем пур, вӗсем пирки шухӑшласан христианин вӑйӑ-кулӑ суйласа илме вӗренет a. Ытти ӗҫсене тунӑ чухнехи пекех, вӑйӑ-кулӑ суйласа илнӗ чухне эпир «Турра мӗн юрӑхлине» пӗлме тӑрӑшатпӑр (Эфес 5:10).

 Библи ҫемье пуҫӗсен власть пур тесе вӗрентет, ҫавӑнпа вӗсем ҫемьерисене мӗнле те пулин вӑйӑ-кулла хутшӑнма ирӗк памасан та пултараҫҫӗ (1 Коринф 11:3; Эфес 6:1—4). Анчах та ыттисене мӗнле те пулин фильм пӑхма, юрӑ юрлама чарма тата пӗр-пӗр артист мӗн туни Иегова Свидетелӗсемшӗн юрӑхлӑ мар тесе ҫирӗплетсе калама никамӑн та право ҫук (Галати 6:5).

a Сӑмахран, Библи аскӑн ӗҫсем, асам ӗҫӗсем тума тата пусмӑрлама хистекен япаласене пурне те сивлет (Саккуна астутарни 18:10—13; Эфес 5:3; Колоссӑ 3:8).