Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Уҫӑ кӑмӑлпа пани савӑнӑҫ парать

Уҫӑ кӑмӑлпа пани савӑнӑҫ парать

АВТОБУСРА ларакан Александра: «Автобус малалла кайма пултарать, китай ҫынни вара юлать!» — тенине илтет. Ҫакӑ Кӑнтӑр Америкӑри пӗр ҫӗршывран тухнӑ чухне пулса иртнӗ. Мӗн пулнине пӗлес тесе Александра автобусран тухать те ҫамрӑк китаец пограничника темскер ӑнлантарма тӑрӑшнине курать, анчах испан чӗлхине начар пӗлнӗрен ҫамрӑка ҫавна тума йывӑр. Александра китай чӗлхипе иртекен Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсене ҫӳренӗ, ҫавӑнпа куҫаракан пулма пултаратӑп тет.

Ҫав арҫын манӑн документсене укҫасемпе пӗрле вӑрласа кайрӗҫ тесе калать. Малтанах пограничник ӑна ӗненмест, Александра та унпа пӗр шутлӑ тесе шутлать. Анчах каярахпа вӑл ҫемҫелет. Ҫав-ҫавах йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ китай ҫыннин кирлӗ документсем пулман пирки штраф тӳлеме тивет. Вӑл укҫасӑр тӑрса юлнӑран Александра ӑна 20 доллар кивҫен парать. Ҫав ҫамрӑк ҫын ӑна питӗ пархатарлӑ пулнӑ тата ҫав укҫаран ытларах тавӑрса парӑп тесе сӑмах панӑ. Александра эпӗ ҫакна укҫашӑн тумарӑм тесе калать. Унӑн ӑна пулӑшас килнӗ, мӗншӗн тесен ыттисене пулӑшни тӗрӗс тесе шутланӑ. Александра ҫав арҫынна Библие ӑнлантарса паракан литературӑна парса хӑварать те Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме хавхалантарать.

Кам та кам палламан ҫынна пулӑшни ҫинчен илтме питӗ кӑмӑллӑ. Паллах, пӗр-пӗр тӗнри ҫынсем хушшинче те, нимӗнле тӗне тытса тӑман ҫынсем хушшинче те ҫакӑн пек ырӑ ӗҫ тӑвакансем пур. Александра вырӑнӗнче пулнӑ пулсан эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Сирӗн пирки альтруист теме пулать-и? Ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйту, мӗншӗн тесен Иисус ҫапла каланӑ: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35). Унсӑр пуҫне, ученӑйсем тӗпченӗ тӑрӑх, уҫӑ кӑмӑлпа пани сывлӑхшӑн та усӑллӑ. Хӑш-хӑш енчен усӑ панине айтӑр пӑхса тухар.

«САВӐНСА ПАРАКАН»

Уҫӑ кӑмӑлпа пани телей кӳрсе тӑнине пурнӑҫ кӑтартса парать. Павел апостол ҫырнӑ: «Турӑ савӑнса паракана юратать». Вӑл кунта уҫӑ кӑмӑллӑ христиансем пирки каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене, нушана лекнӗскерсене, нумай пулӑшнӑ (2 Коринф 8:4; 9:7, ҪХ). Павел вӗсем ҫакна телейлӗ пулнӑран тунӑ тесе каламан. Пачах урӑхла, вӗсем уҫӑ кӑмӑлпа панӑран телейлӗ пулнӑ.

Пӗр тӗпчев тӑрӑх, уҫӑ кӑмӑлпа пани «киленӳ туйӑмӗпе ҫыхӑнса тӑракан, ыттисене шанма тата вӗсемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшакан пуҫ мимин пайӗсене ӗҫлеттерсе ярать». Тепӗр тӗпчев вара ҫакна палӑртнӑ: ҫын укҫана хӑйӗншӗн тӑкаклас вырӑнне ҫав укҫана кама та пулин парнелет пулсан ытларах савӑнӑҫ илет.

Тен, эсир: «Эпӗ хамӑн лару-тӑрура сахал мӗн тума пултаратӑп»,— тесе шутлатӑр. Тӗрӗссипе вара, пур ҫын та «савӑнса паракан» пулма пултарать! Парнене тӗрӗс кӑмӑлпа паратӑр пулсан, унӑн хакӗ пӗлтерӗшлӗ мар. Пӗр хӗрарӑм, Иегова Свидетелӗ, ҫакӑн пек брошюрӑсене пичетлесе кӑларакансем патне ҫырупа пӗрле укҫа ярса панӑ. Ҫав ҫырура ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Унччен Патшалӑх залӗнче эпӗ ещӗке укҫа питӗ сахал яраттӑмччӗ». Ҫавӑн пекех вӑл ҫырнӑ: «Хам мӗн панинчен Иегова мана чылай ытларах пачӗ. [...] Ҫакӑн пек парне пама май панӑшӑн тавтапуҫ сире. Ҫакна тунипе эпӗ савӑнтӑм».

Паллах ӗнтӗ, уҫӑ кӑмӑлпа парасси шутне укҫа парнелесси кӑна кӗмест. Ҫынсене ырӑ тумалли урӑх майсем те пур.

УҪӐ КӐМӐЛПА ПАНИ СЫВЛӐХШӐН УСӐЛЛӐ

Ырӑ ӗҫсем пире те, ытти ҫынсене те савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ

Библире каланӑ: «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын хӑйӗн чунне ырӑлӑх кӳрет, хытӑ чӗрелли вара хӑйне инкек кӑтартать» (Ытарӑшсем 11:17). Хӗрхенекен, е ырӑ ҫын, хӑйне шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшать. Вӑл вӗсемшӗн хӑйӗн вӑхӑтне, вӑйне пама хатӗр. Ҫакӑн пек пурӑнни тӗрлӗ енчен усӑ парать, ҫав шутрах сывлӑх енчен те.

Тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, альтруистсем сахалрах чирлеҫҫӗ тата сахалрах депрессие кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Ытларах чухне, вӗсен сывлӑхӗ ыттисенчен ҫирӗпрех. Уҫӑ кӑмӑлпа пани чылай ҫул хушши чирлекенсене те, сӑмахран склерозпа е ВИЧпа чирлекенсене те, хӑйсене лайӑхрах туйма пулӑшать. Унсӑр пуҫне ученӑйсем ҫакна асӑрханӑ: алкоголизмран сипленекенсем ыттисене пулӑшаҫҫӗ пулсан, вӗсене депрессие ҫӗнтерме ҫӑмӑлрах тата вӗсен каллех ӗҫме пуҫласси сайра-хутра пулкалать.

Мӗншӗн ҫакӑн пек пулса тухать? Пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, «хӗрхенни, уҫӑ кӑмӑллӑ тата ырӑ пулни япӑх шухӑшсене сирсе яма пулӑшать». Унсӑр пуҫне, ҫын ыттисемшӗн мӗн те пулин тӑвать пулсан, ҫакӑ стреса пӗчӗклетет тата юн пусӑмне йӗркене кӗртет. Хӑйӗн мӑшӑрне ҫухатнӑ ҫын вара, ыттисене пулӑшса тӑрать пулсан, хуйха хӑвӑртрах манать.

Пӗр иккӗленӳ те ҫук, ыттисемшӗн тӑрӑшнипе эпир хамӑра та пулӑшса тӑратпӑр.

УҪӐ КӐМӐЛПА ПАНИ ЫТТИСЕНЕ ТЕ УҪӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛМА ХАВХАЛАНТАРАТЬ

Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Парӑр, хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗркӗр ҫине хывӗҫ; ҫапла ӗнтӗ мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ»,— тесе каланӑ (Лука 6:38). Эсир уҫӑ кӑмӑлпа панине кура ыттисем сире пархатарлӑ пулӗҫ тата ҫакӑ вӗсене те уҫӑ кӑмӑллӑ пулма хавхалантарӗ. Апла пулсан, ырӑ ҫынсене ыттисемпе хутшӑнма тата туслашма ҫӑмӑлрах.

Ырӑ ҫынсене ыттисемпе хутшӑнма тата туслашма ҫӑмӑлрах

Психологсем асӑрханӑ тӑрӑх, альтруизм ыттисене те ҫакӑн пек ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать. Ырӑ ӗҫсем ҫинчен вулани те ҫынсене уҫӑ кӑмӑллӑрах пулма пулӑшать. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫапла каланӑ: «Обществӑри пӗр-пӗр ҫын вун-вун е ҫӗр-ҫӗр ҫын пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳме пултарать, вӗсене палламасть пулсан та». Урӑхла каласан, пӗр ҫын ырӑ ӗҫ туни ыттисене те ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать, ыттисем вара — теприсене, теприсем — тата теприсене. Сирӗн ҫакӑн пек ҫынсем хушшинче пурӑнас килмест-и? Паллах, ҫынсем уҫӑ кӑмӑллӑрах пулнӑ пулсан тӗнче лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

Акӑ мӗн пулса иртнӗ Америкӑри Флорида штатӗнче. Иегова Свидетелӗсен пӗр ушкӑнӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн юсас-тирпейлес ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫурт юсама стройматериалсем илсе килессе кӗтнӗ чухне ҫак ушкӑн кӳршӗн карти ваннине асӑрханӑ, вара ӑна юсаса пама сӗннӗ. Каярахпа ҫав ҫын Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управленине ҫыру янӑ, унта каланӑ: «Эпӗ сире питӗ пархатарлӑ. Вӗсем эпӗ тӗл пулнӑ ҫынсенчен чи кӑмӑллӑ ҫынсем». Пархатарлӑ пулни ҫав арҫынна нумай укҫа ярса пама хавхалантарнӑ, хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӑл ырӑ ӗҫ валли панӑ.

УҪӐ КӐМӐЛПА ПАРАКАН ЧИ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХРЕН ВӖРЕНӖР

Пӗр тӗпчев ирттернӗ чухне ученӑйсем интереслӗ пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Ҫын ӑшне ыттисене ырӑ тӑвас кӑмӑл хывнӑ курӑнать». Ҫак тӗпчев тӑрӑх, ачасем «калаҫма вӗреничченех альтруизм кӑтартма пуҫлаҫҫӗ». Мӗншӗн? Библире хуравӗ пур. Унта ҫынсене «Турӑ евӗрлӗ» пултарнӑ тесе каланӑ, урӑхла каласан, вӗсен Турӑнни пекех лайӑх енсем пур (Пултарни 1:27).

Пирӗн Пултараканӑн, Иегова Туррӑн, паха енӗсенчен пӗри вӑл — уҫӑ кӑмӑллӑх. Вӑл пире пурнӑҫ та парнеленӗ, телейлӗ пулма мӗн кирлине те панӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 14:17; 17:26—28). Эпир унӑн Сӑмахне, Библие, вӗренсе пынипе хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗрпе паллашма тата вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлме пултаратпӑр. Ҫак кӗнекерен пирӗн пуласлӑх телейлӗ пултӑр тесе Турӑ мӗн тунине те пӗлме пулать (1 Иоанн 4:9, 10). Чӑнах та, Иегова — уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑ, сире вара ун евӗрлӗ пултарнӑ. Ҫавӑнпа та ыттисене пулӑшнӑ чухне — хӑвӑра Турӑ пек тытма тӑрӑшнӑ чухне — эсир телейлӗрех пулатӑр тата Турра савӑнтаратӑр (Еврейсем 13:16).

Статья пуҫламӑшӗнче каланӑ Александрӑна астӑватӑр-и? Унпа мӗн пулса иртни мӗнпе вӗҫленнӗ-ши? Автобусра пӗрле ларса пыракансенчен пӗри эсӗ укҫуна сая ятӑн тесе каланӑ ӑна. Анчах та китай ҫынни хӑйӗн тусӗсемпе ҫыхӑннӑ, вара автобус ҫитмелли вырӑна ҫитсен вӗсем Александрӑна 20 доллар илсе килсе панӑ. Унтан та ытларах, ҫав арҫын Александрӑн канашне итлесе Библи вӗренме пуҫланӑ. Александра ӑна виҫӗ уйӑх иртсен китай чӗлхипе иртекен Иегова Свидетелӗсен конгресӗнче тӗл пулсан питӗ савӑннӑ. Хӑйне пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе ҫав арҫын Александрӑна тата унпа пӗрле конгреса килнисене хӑйӗн ресторанне чӗннӗ.

Ыттисене пулӑшнипе телейлӗрех пулатӑн, уйрӑмах вӗсене Иеговӑпа, пур ырӑ япалана паракан Турӑпа, паллашма пулӑшатӑн пулсан (Иаков 1:17). Сирӗн уҫӑ кӑмӑлпа парса савӑнӑҫ илес килет-и?